Паян, ҫӗртмен 15-мӗшӗнче, Чӑваш Республикин Элтеперӗ Михаил Игнатьев РФ Хӑрушсӑрлӑх Канашӗн Секретарӗпе Николай Патрушевпа тата РФ Президенчӗн федерацин Атӑлҫи округӗнчи тулли парваллӑ элчипе Михаил Бабичпа республикӑри предприятисенче хӑрушсӑрлӑх ыйтӑвӗпе еплерех ӗҫленипе кӑсӑкланнӑ.
Вӗсем Г.А. Ильенко ячӗллӗ «Элара» ӑслӑлӑхпа производство комплексӗпе паллашнӑ. Организацин гендиректорӗ Андрей Углов ҫӗршыври авиацие тӗрлӗ хатӗрпе тивӗҫтерсе тӑракан концернсен шутӗнче пулнине аса илтернӗ, Су, МиГ, Ту самолетсем валли ятарлӑ хатӗрсем калӑпласа кӑларнине пӗлтернӗ. Кунсӑр пуҫне Бе-200 самолет-амфибисем, «Камова» тата «Миля» фирмӑсен вертолечӗсем валли те тӗрлӗ хатӗр ӑсталаҫҫӗ. Предприяти чукун ҫул предприятийӗсемпе те килӗштерсе ӗҫлет.
Сумлӑ йыш Шупашкарти «Экра» предприятие, Ҫӗнӗ Шупашкарти каяш пухакан полигона та ҫитсе килнӗ.
Чӑваш Енре каллех суя укҫасем тупнӑ. Чи хӑрушши — вӗсем нумай. Юлашки 5 уйӑхра кӑна 212 суя укҫа тупса палӑртнӑ.
Ултавҫӑсем ытларах суя укҫапа аптекӑра, заправкӑсенче усӑ кураҫҫӗ. Ытларах чухне нухрат чӑн-чӑнни пулманнине сутуҫӑсем мар, банк ӗҫченӗсем тавҫӑраҫҫӗ. Унта укҫана ятарлӑ аппаратпа тӗрӗслеҫҫӗ-ҫке.
Суя укҫасене Шупашкарта, Ҫӗнӗ Шупашкарта тупса палӑртнӑ. Ытларах чухне ултавҫӑсем 5 тата 1 пин тенкӗлӗххисене туса кӑлараҫҫӗ. Вӗсем унпа часрах мӗн те пулин туянаҫҫӗ. Чылай чухне 500 тенкӗлӗх тавар илсен 5 пин тенкӗлӗхипе тӳлеҫҫӗ.
Суя укҫана ахаль ҫын та уйӑрса илет. Лупӑпа пӑхсан пӗчӗк детальсене курма пулать. Ҫавӑн пекех хут укҫан сери номерне тасатса пӑхмалла. Иккӗленӳ ҫуралсан тӳрех полицие шӑнкӑравламалла.
Ҫӗнӗ Шупашкар хулине ертсе пыма шаннӑ Игорь Калиниченко унти тӳре-шараран хӑшӗ-пӗринпе сывпуллашасшӑн курӑнать. Ҫак шухӑша вӑл республика Элтеперӗпе Михаил Игнатьевпа паян тӗл пулнӑ чухне палӑртнӑ.
«Шанӑҫа тӳрре кӑлармалла, тухӑҫлӑ ӗҫлемелле, тивӗҫлӗ кӑтартусемпе палӑрмалла», — тенӗ Михаил Игнатьев. Элтепер Администрацийӗн пресс-служби пӗлтернӗ тӑрӑх, Михаил Васильевич ҫӗнӗ ертӳҫӗне хулара пурӑнакансен ырлӑхӗшӗн тӑрӑшса ӗҫлеме вӑй-хал суннӑ, халӑхпа тӑтӑшах тӗл пулмаллине, хумхантаракан ыйтусене вӑхӑтра татса памаллине каланӑ. «Ҫакӑн пек ӗҫлесе пырсан тин йӑнӑшсем тӑвассинчен хӑтӑлма пулать», — тенӗ. Ҫӗнӗ Шупашкар администрацийӗн пуҫлӑхӗ Игорь Калиниченко ҫивӗч ыйтусене татса парассипе яваплӑха туйса ӗҫлеме шантарнӑ.
Паян, ҫӗртме уйӑхӗн 7-мӗшӗнче, Ҫӗнӗ Шупашкар хула администрацийӗнче шӑв-шав тӑнӑ. Унта ФСБн Чӑваш Енри управленийӗн ӗҫченӗсем ҫитнӗ, шырав ирттернӗ, хутсене тӗрӗсленӗ.
Малтанлӑха ҫакӑ паллӑ: хула администрацийӗн экс-пуҫлӑхӗ Олег Бирюков тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнипе ку ҫыхӑннӑ. Вӑл ӗҫ вырӑнӗпе ытлашшипех усӑ курнӑ тесе шухӑшлаҫҫӗ. Бирюков ҫӗр тата пурлӑх хутшӑнӑвӗн управленийӗн судпа айӑпланнӑ экс-пуҫлӑхӗ тӗлӗшпе нимӗн те туман, тӑкака шыраса илмен-мӗн. Елена Егоровӑна кӑҫалхи нарӑс уйӑхӗнче тӗрмене хупмасӑр 2 ҫуллӑха айӑпланӑ. Вӑл хула хыснине 3 миллион тенкӗлӗх тӑкак кӑтартнӑ.
Олег Бирюков Ҫӗнӗ Шупашкар хула администрацийӗн пуҫлӑхӗнче ҫулталӑк ҫурӑ ӗҫленӗ.
Ҫӗнӗ Шупашкар хула администрацийӗн пуҫлӑхӗн должноҫне лартмашкӑн конкурс ирттереҫҫӗ. Ятарлӑ комисси хальлӗхе тӑватӑ кандидата хутшӑнма ирӗк панӑ.
Конкурс ҫӗртме уйӑхӗн 6-мӗшӗнче 13 сехетре пулнӑ. Аса илтерер: унчченхи пуҫлӑха Олег Бирюкова должноҫрен ака уйӑхӗнче кӑларнӑ. Вӑл заявление хӑйӗн ирӗкӗпе ҫырнӑ. Олег Бирюков хальхи конкурса та хутшӑнас кӑмӑллӑ пулнӑ. Анчах вӑл унта лекеймен.
Конкурса тӑватӑ кандидат хутшӑннӑ. Вӗсем — Владимир Белов (Сӗнтӗрвӑрри район администрацийӗн пуҫлӑхӗ), Андрей Морозов (депутат), Ольга Чепрасова (Ҫӗнӗ Шупашкар хула администрацийӗн пуҫлӑхӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫланӑ), Игорь Калиниченко (2012 ҫулта хула администрацийӗн пуҫлӑхӗн пӗрремӗш ҫумӗ пулнӑ).
Конкурсра Игорь Калиниченко ҫӗнтернӗ. Вӑл малашне Ҫӗнӗ Шупашкар хула администрацине ертсе пырӗ.
Правӑна сыхлакан «Щит и меч» (чӑв. Хулканпа хӗҫ) организаци текех пулмӗ. Ӑна пӗтересси пирки нумаях пулмасть Ҫӗнӗ Шупашкарти суд йышӑну тунӑ.
Организацие хупма унӑн ертӳҫи Алексей Глухов хӑй йышӑннӑ-мӗн. Ку шухӑшпа вӑл РФ Юстици министерствин республикӑри управленине ҫитнӗ.
Организацие хупма йышӑннине Алексей Глухов хальхи законодательствӑпа сӑлтавланӑ. Паянхи саккунсем, ун шучӗпе, коммерцилле мар организацисене репрессилес сӗмӗллӗ. Политикӑпа ҫыхӑннӑ тесе айӑпланас, административлӑ майпа явап тытас хӑрушлӑх та ҫавна пулах пысӑк пулнӑ-мӗн.
Ҫӗнӗ Шупашкарта регистрациленнӗ «Хулканпа хӗҫ» ҫапла вара ӗҫлеме пӑрахнӑ. Суд йышӑнӑвӗ саккунлӑ вӑя кӗрсе пӗтсен организацие юридици сӑпачӗсен патшалӑхӑн пӗрлехи реестрӗнчен кӑларӗҫ.
Ҫӗртме уйӑхӗн 3-мӗшӗнче Турцири Кемер хулинче «Кемер Интернешенал 2016» илемлӗх конкурсӗн финалӗ иртнӗ. Унта Ҫӗнӗ Шупашкар хӗрӗ Кристина Андреева та хутшӑннӑ.
22 ҫулти Кристина конкурсран 3-мӗш вырӑнпа таврӑннӑ. Коронӑна ҫӗнсе илессишӗн 21 пике тупӑшнӑ. Вӗсем — Раҫҫейрен, Украинӑран, Молдовӑран, Польшӑран, Албанирен, Лативрен, Америкӑран, Казахстанран, Кӑркӑсстанран, Узбекистанран, Румынирен, Грузирен тата ытти ҫӗршывран килнӗ.
Пирӗн ентеш вӗсен хушшинче 3-мӗш вырӑна ҫӗнсе илме пултарнӑ. Иккӗмӗш вырӑна — Украина хӗрӗ, пӗрремӗшне Америка хӗрӗ ҫӗнсе илнӗ.
Телекурав конкурсӗ «Мехел» 10 ҫул тултарнӑ. Ҫак тапхӑрта сцена ҫинче 1 пин ытл ача пултарулӑхне кӑтартнӑ. Кӑҫал конкурс юбилейне паллӑ тӑвӗ.
Концерта 13 ансамбль, 13 вокалист килӗ. Вӗсем — Ҫӗнӗ Шупашкартан, Тӑвайран, Вӑрнартан, Кӳкеҫрен.
Уяв концертӗнче ачасем малти вырӑнсене йышӑнассишӗн тупӑшмӗҫ. Сцена ҫине унччен ҫӗнтернӗ маттурсем тухӗҫ. Чӑваш юррисене вӗсем валли пӗлтӗр композиторсен конкурсӗнче ҫӗнтернӗ ҫынсем ҫырнӑ.
Ку таранччен «Мехеле» республикӑри пур районтан та килнӗ. Хӑшӗ-пӗри кун хыҫҫӑн артист пулнӑ. Проект ҫулсерен аталанса пырать.
«Мехел» ачасене те, аслисене те пӗр тӗвве пухма пулӑшать. Конкурса телекуравпа, «Раҫҫей 1» каналпа, ҫӗртме уйӑхӗн 10-мӗшӗнче 9 сехет ҫурӑра курма май пулӗ.
Ҫӗнӗ Шупашкарта Атӑла карп тата шурӑ амур лӗккине янӑ. 2 пин ытла лӗкке ятарлӑ пулӑ хуҫалӑхӗнчен илсе килнӗ. Вӗсене ГЭСран ҫӳлерех янӑ. Унта шыв тӑрать, ҫавна май пулӑ лайӑх ӗрчет. Пулӑ ҫавӑнтах ҫитӗнӗ.
ГЭСран ҫӳлерех ҫак вырӑна ахальтен суйламан. Унта утравсем пур. Ҫулла унта курӑк нумай ӳсет, шурӑ амур вара ӑна ҫисе пурӑнать. Пулӑ Атӑла тасатӗ.
Лӗкке шыва янине хула ачисем курма пынӑ. Вӗсем вӗтӗскерсене тытса пӑхасшӑн пулнӑ.
Муниципалитетпа муницпалитета ҫыхӑнтаракан транспорта Шупашкара кӗртме пӑрахтарасшӑн-тӑр. Хулине кӗртӗҫ-ха, анчах вӗсене Шупашкар тӑрӑх пассажирсене илсе ҫӳреме чарасшӑн курӑнать.
Мӗнле маршрутсем ун пеккисем тетӗр-и? Самай ун йышшисем. Ҫӗнӗ Шупашкартанах, сӑмахран, Шупашкара темиҫе маршрут хутлать. Ҫӗрпӳрен килекен 173-мӗш маршрут та вокзалта чарӑнмасть, Шупашкарӑн пӗр пайӗпе иртет. Кӳкеҫрен хутлакан 325-мӗш маршрут та ҫавӑн пекех. Тепӗр майлӑ каласан, пассажирсемшӗн питӗ меллӗ маршрутсем Шупашкарпа кӑна хутлакан транспортшӑн самай чӑрмав кӑларса тӑратаҫҫӗ. Ҫынсем хулара тепӗр маршрут ҫине куҫса лармасӑрах ҫитес вырӑна ҫитме пултарнине, укҫа перекетленине теприсем тӳнтерле йышӑннӑ курӑнать. Шупашкар витӗр иртекен хула ҫумӗнчи маршуртсене йӗркелеме республикӑра ӗҫ комиссийӗ туса хунӑ, ӑна Михаил Резников вице-премьер ертсе пырать.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.11.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, ҫумӑр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 754 - 756 мм, 2 - 4 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Лазарева Александра Назаровна, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |